13:25 Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи "Сывлăмпи" Каршлăхри ватăсене саламларе | |
Пирĕн çĕршывра Ватă çынсен кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшне уяв тесех калаймăн. Аслă ăру çыннисемпе тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтерекен кун вăл. Çак кун коллективсенче ветерансене чыслаççĕ, вĕсен ырă ĕçĕсене аса илеççĕ, хисеплĕ ватăсене юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Пурнăç - çĕр пăрнăç, теççĕ. Кашнин хăйĕн шăпи, пурин те пĕр килмест вăл. Ватлăхра тăр-пĕччен тăрса юлакансем те пур. Юрать-ха, йывăр шăпаллисене патшалăх пĕчченлĕхре хăвармасть, хăй хỹттине илет. Сăмах Каршлăхри ватăсен çурчĕ пирки. Кунта чылай ватă пурăнать. Вĕсене лайăх пăхаççĕ. Час-часах кунта тĕрлĕ артистсем те килеççĕ. Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» ача-пăча фольклор ушкăнĕ те тăлăха юлнă ватăсене саламлас кăмăлпа кунта çитсе илемлĕ концерт кăтартрĕ, ватăсене савăнтарчĕ. Çак ушкăна ертсе пыракан Надежда Кондукторова кунта пурăнакан ватăсене çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |