MENU
Главная » 2018 » Июль » 9 » Катькассем Пулăçсен кунне уявлаççĕ.
09:25
Катькассем Пулăçсен кунне уявлаççĕ.

      Фоторепортаж

    Утă уйăхĕн 8-мĕш кунĕ. Çанталăк çав тери ăшă та илемлĕ. Çак кун пирĕн çĕршывра тата тепĕр  паллă уяв – Пулăçсен кунĕ. Ăна  1980-мĕш çултанпа утă уйăхĕн 2-мĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Ку уяв – пулăçсен уявĕ кăна мар, вăл – вăлтапа шыв хĕрринче шăплăхпа килленме юратакансен уявĕ.

     Çак илемлĕ уява Катькас ял тăрăхĕнчи Катькас ял çыннисем те уявламасăр пултараймарĕç. Вĕсем вăлтасем йăтса ял çумĕнче вырнаçнă пĕве патне васкарĕç. Çумрах илемлĕ колхоз сачĕ. Унта çырла-кăмпа туп-тулли – татма анчах ан ÿркен. Пĕвере тĕрлĕ пулă ишет, ачасем шыва кĕреççĕ. Кунта кимĕпе те ярăнма пулать – кăмăлу кăна пултăр. Çывăхрах кĕту те çÿрет – ĕнесем кăнтăрла кунта шыв ĕçме анаççĕ.

    Пулă тытса киленнĕ хыççăн кунтах, пĕве хĕрринче, пулă яшки те пĕçерсе çирĕмĕр. Ах, çав тери тутлă-çке хуранпа кăвайт çинче пĕçернĕ шÿрпе!

Просмотров: 330 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar