MENU
Главная » 2016 » Март » 9 » Хĕрарăмсене саламласа уяв концерчĕ
16:44
Хĕрарăмсене саламласа уяв концерчĕ

   Фоторепортаж

  Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ярапайкасси культура çуртĕнче Сыпайкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Позитив»  эстрада  ушкăнĕ  концерт программипе хăнара пулчĕ.

   Çамрăк коллективăн репертуарĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ,  куракансен кăмăлне юрлама тытăнсанах тÿрех хăйĕн енне çавăрчĕ.  Зал юрлакансене алă çупса кĕтсе илчĕ.

   Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ – пĕрремĕш çурхи уяв. Çак уяв тĕнчери пур илеме тата ырлăха, çурхи чĕрĕлеве,  хĕрарăм – анне, мăшăр, хĕр, аппа е йăмăк, савни -  сăнарне пĕрлештерет. «Позитив» эстрада ушкăнĕ парнеленĕ уяв концерчĕ Ярапайкасси культура çуртне пухăннисене питĕ килĕшрĕ, уяв кăмăлĕпе çунатлантарчĕ.

Просмотров: 529 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar