MENU
Главная » 2019 » Март » 28 » Культура ĕçченĕсен уявĕ
11:20
Культура ĕçченĕсен уявĕ

Культура ĕçченĕсен уявĕ

 

Мартӑн 27-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи культура ĕçченĕсем хӑйсен професси уявне районти культура Çуртĕнче савӑнӑçлӑ лару-тӑрура паллӑ турĕç. Культура Çуртне пырса кĕрсенех фоэре хӑнасене Сентнерпе Нарспи ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Кунтах чӑваш халӑхĕн ал-ĕç ӑстисен выставкине курма май килчĕ.

Залра Муркаш районĕ 75 çул тултарнине халалласа ÿкернĕ фильма курма пултарчĕç Муркаш районĕн культура ĕçченĕсем.

Уява район администрациĕн пуçлӑхĕн çумĕ Л.Ю.Тарасова тата культура пайĕн ертÿçи Л.А.Рыжкова уçрĕç. Л.Ю.Тарасова культура ĕçченĕсене уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа, район администрацийĕ ячĕпе ĕçре пысӑк çитĕнÿсем тунӑшӑн, Юнкӑри культура Çурчĕн ертÿçине Л.М.Кудряшована тата районти культура Çурчĕн медодистне Н.И.Егорована тав çырӑвĕсем тата чечек çыххисем парса чысларĕ. Л.А.Рыжкова районти культура ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. 2019 –мĕш çулта ирттернĕ «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестивалĕн пĕтĕмлетĕвне туса, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.

    Çак конкурсра:

- «Шуçӑм» ушкӑн «халӑх» юрӑпа ташӑ ушкӑнĕсем хушшинче IIстепенлĕ диплома тата парнене;

 - сценӑна илемлетнипе Москакасси культура Çурчĕ - Iстепенлĕ диплома тата парнене;

- «Шураппа» ушкӑна ертсе пыракан конферансье В.И.Волкова - IIIстепенлĕ диплома тата парнене;

- «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ тав çырӑвне илме тивĕçрĕç.

Сцена çине культура пайĕнче нумай çул хушши ертÿçĕсем пулса ĕçленĕ ĕçченсене: Р.Е.Седатлована, А.Е.Андреевана тата Муркашри искусствӑ шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ Г.М.Анисимована йыхравларĕç. Залра ларакансем пурте ура çине тӑрса вĕсене чылайччен алӑ çупса саламларĕç. Культура пайĕ ячĕпе вĕсене чечек çыххисемпе пĕрле асӑнмалӑх парнесем пачĕç. Культура сферинче нумай çул хушши тӑрӑшса ĕçленĕ ветерансем залра ларакансене чунтан саламларĕç, нумай ырӑ сӑмахсем каласа малашне те халӑхшӑн вӑй хурса ĕçлеме ӑнӑçусем сунчĕç.

Районти культура ĕçченĕсен прфсоюз председателĕ Е.И.Налимова та саламламасӑр юлмарĕ культура ĕçченĕсене. Районта иртекен спорт вӑйисенче пысӑк тÿпе хывнӑ культура ĕçченĕсене профсоюз ячĕпе. тав çырӑвĕсемпе укçан преми парса чысларĕ.

Мартӑн 27-мĕшĕ Театр кунĕ пулнӑ майӑн, культура ĕçченĕсене Орининти «халӑх» театрĕ Г.Терентьев пьеси тăрăх лартнă «Юрату çунать чĕрере» музыкӑллӑ комедипе паллаштарчĕ. Çав тери пултаруллӑ артистсем куракансен чунĕсене çĕклемеллипех çĕклеме пултарчĕç çак уяв кунĕнче. Спектакль вĕçленсен, чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса саламларĕç Орининти артистсене. Тавах вĕсене, пире пысӑк парне туса панишĕн!

 

Просмотров: 403 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar