08:46 Куракансем кӑмӑллӑ юлчĕç. | |
Мартӑн 22-мĕшĕнче, Вӑрманкасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Сурӑм» пултарулӑх ушкӑнĕ концертпа килессине пĕлсен, Москакасси культура Çуртне, яланхи пекех юрра-ташша кӑмӑллакансем пуçтарӑнчĕç. Концерта «Урам аякки кӑвак çеçке», вӑй картипе пуçларĕç Вӑрманкасси артисчĕсем. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç. Ташшисемпе те, шÿчĕсемпе те тĕлĕнтерчĕç куракансене. Инди халӑх ташшисене, Алина Николаева ташланӑ чух, Инди Çĕршывĕнче пулнӑ пекех туйӑнчĕ, куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ çак чипер хĕр. Уйрӑммӑн юрлакан, В.Петрова, хӑйĕн çепĕç те илемлĕ сассипе куракансене тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕ. «Чӑваш маткисем» (В.Егорова тата Н.Никитина) чӑн – чӑн артистсем пек выляса, куракансене култарма пултарчĕç. Чӑвашла та, вырӑсла та юрӑсем шӑрантарчĕç артистсем. Çипуçĕсене улӑштарса кӑна тӑчĕç. Питех те кӑмӑллӑ пулчĕ Вӑрманкасси пултарулӑх ушкӑнне пӑхма. Вĕсене малашне те пысӑк ӑнӑçусем туса пыма телей сунатпӑр! | |
|
Всего комментариев: 0 | |