08:38 Мулкачкассинче ял уявè савăнăçлă иртрè. | |
Чăваш халăхèн ырă йăла йèркисене малалла тăсса Оринин ял тăрăхне кèрекен Мулкачкассинче те мал èмèтпе пурăнаççè те, èçлеççè те. Çакна вара вырсарникун августăн 6-мèшèнче ял-йышпа пуçтарăнса ял уявне савăнăçлă ирттерни тепèр хут çирèплетсе пачè. Ăна вара кăçалхипе пиллèкмèш хут уявларèç. Ял уявне депутатсен район Пухăвèн депутачè, ял старости В.А.Калинин уçрè. Вăл иртнè çулталăк хушшинче туса ирттернè èçсемпе паллаштарчè. Мулкачкасси урамèсене тирпей-илем кèртессипе чылай тăрăшма тивнè. Çак èçре уйрăмах палăрнисем Тав Хучèсемпе чысларèç. Уяв ячèпе Мулкачкассисене район пуçлăхè И.В.Николаев, Оринин ял тăрăхèн пуçлăхè С.В.Бардасов, ял тăрăхèн депутаче В.Г.Иванов, ветерансен канашèн ертўçи В.И.Вязов, «Росгосстрах» Муркашри уйрăмèн ертўçи Е.Ю.Быкова ăшшăн саламларèç. Уява Мулкачкасси клубè çумèнче йèркеленнè «Пучах» ушкăн», «Стилляги» ташă ушкăнè, Хорнуй ял клубè çумèнчи «Кèсми кинèсем», чăваш эстрда çăлтăрèсем А.Анисимов тата тата Н.Кузьмин хăйсен илемлè юрри-ташшипе савăнтарчèç. Уявра тèрлè спорт вăййисем те иртрèç. Ял ачисем вара карусельпе ярăнчèç тата батут çинче сиксе савăнчèç. Мулкачкассисем ял уявне ирттерме пулăшнăшăн уйрăм предпринимательсене Н.А.Кожевникова тата Э.О.Воробьёвăна, «Восток» хуçалăха тав сăмахè калать. | |
|
Всего комментариев: 0 | |