MENU
Главная » 2019 » Март » 26 » Мулкачкассинче - премьера «Юрату çунать чĕрере»
08:20
Мулкачкассинче - премьера «Юрату çунать чĕрере»

Мулкачкассинче - премьера «Юрату çунать чĕрере»

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Оринин халăх театрĕн артисчĕсем Мулкачкасси ял клубне çул тытрĕç. Ку хутĕнче вĕсем куракансене Г.Терентьев пьеси тăрăх лартнă «Юрату çунать чĕрере» музыкáллá комедипе паллаштарчĕç. Театр ушкăнĕ пултаруллă, искусствăна чун-чĕререн парăннă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсенчен чăмăртаннă. Черетлĕ премьерǎра вара çак ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем, тĕрлĕ çĕрте вǎй хуракансем вылярĕç: Вадим Васильев, Людмила Родионова, Николай Корольков, Карина Андреева, Алексей Воробьев,  Анастасия Блинова, Наталья Чебаковáпа Никита Павлов. Сцена çинче аслисемпе пĕрле çамрáк артистсене курма питĕ кáмáллá. Вĕсем хáйсене шанса панá рольсене тèплèн хатèрленсе халáх умèнче èнентерўллèн выляса кáтартрèç.

Спектакле лартаканĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ – Аркадий Андреев. Камит юрáсемпе пуян, çавна май сасá операторĕсĕр ниепле те май килмест. Ку тивĕçе вара Венера Васильева, ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пурнáçларĕ. Курма пухǎннǎ ял çыннисем спектакле кáмáлпа йышáнчĕç, пысǎк хак парса тǎвǎллǎн алǎ çупса артистсене премьерáпа саламларĕç.

 В.Г.Иванов, ялти сумлá депутат куракансен ячĕпе артистсене тав сăмахĕ каларĕ, çирĕп сывлăх, çĕнĕ  пьесăсем, ăнăçлă рольсем сунчĕ.

 

      

      

      

      

Просмотров: 334 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar