10:20 НФА "Екрем" «Ункă шевлисем» фестивальре. | |
Ункa шывe хĕррине..." Ункa юханшывĕ 66 км тăсăлать, Çавала юхса тухса Атăла çитет. Ункa шывĕн пĕлтерĕшлĕхĕ питĕ пысăк. Вăл Шупашкар, Муркаш, Красноармейский, Çĕрпÿ районĕсене çыхăнтарать. Юхан шыв Вaрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункaпуç ялĕнче пуçланать. Майăн 27- мĕшeнче Кшауш ял тăрăхне кĕрекен Большие Котяки ялĕнче, Ункa шывĕ пĕрлештерсе тăнă ятпа «Ункa шевлисем» ятлă ЧР халăх пултарулăхĕн 4-мĕш уçă фестивалĕ иртрĕ. «Ункa шевлисем» фестивалĕнче 28 коллектив хутшăнчĕ. Çак уявра пирĕн Ярапайкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Уява килекенсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Сцена çине тухсан мĕн юрласа пĕтериччен тăвăллăн алă çупса тăчĕç. Тухса каяс умĕн тутлă шÿрпепе хăналарĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |