MENU
Главная » 2016 » Март » 28 » Оринин халăх театрě Анатолий Ларченков çырнă «Ҫěмěрт каллех çеçкере» икě пайлă лирикăллă драма кăтартр
11:38
Оринин халăх театрě Анатолий Ларченков çырнă «Ҫěмěрт каллех çеçкере» икě пайлă лирикăллă драма кăтартр
   Мартăн 24-мĕшĕнче районти культура çуртěнче çывхарса килекен театр кунне халалласа уяв иртрě. Район центрěнче эпир çак уява районти чи пултаруллă та сумлă коллективпа кěтсе илес терěмěр. Республикăри театр искусствин историěнче Оринин халăх театрě уйрăм вырăн йышăнать. Республикăра вăл пěрремěш «халăх» ятне илме тивěç пулнă.
 
   Оринин халăх театрě Анатолий Ларченков çырнă «Ҫěмěрт каллех çеçкере» икě пайлă лирикăллă драма  кăтартрě. Оринин халăх театр пултаруллăхěпе яланах кăсăкланаççě. Ҫавăнпа та çак каç залта куракансем туллиех пухăнчěç. Вылякансен пултаруллăхě куракансен чěри патне çитрě. Куракансем Орининсене юлашкинчен ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса тав турěç. 
Просмотров: 392 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar