MENU
Главная » 2019 » Март » 30 » Пирĕн патра хӑнара – Янӑшсем
10:25
Пирĕн патра хӑнара – Янӑшсем

Пирĕн патра хӑнара – Янӑшсем

 

Мартӑн 29-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче Шупашкар районĕнчи Янӑшри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕ куракансене хӑйĕн пултарулӑхĕпе савӑнтарчĕ. Асӑннӑ вӑхӑта Москакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансем культура Çуртне йышлӑн пухӑнчĕç. Концерт пуçланас умĕн культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева концерт курма кӑмӑллакансене ӑшшӑн саламларĕ. 2019-мĕш çулта ирттернĕ «Чечеклен юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурсӑн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Сценӑна илемлетме пулӑшса, 1-мĕш вырӑна çĕнсе илнĕ Ю.Киршевӑна культура пайĕн ерÿçи Л.Рыжкова ячĕпе, тав çырӑвĕ тата 500 тенкĕлĕх сертификат, çавӑн пекех «Шураппа» фольклор ушкӑнĕн программине ертсе пыракан В.Волкова III-мĕш вырӑна тивĕçнĕ ятпа, тав çырӑвĕ  тата 300 тенкĕлĕх сертификата парса ӑшшӑн саламларĕ. Малашне те пĕрле алла-аллӑн тытӑнса ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ.

Янӑшри пултарулӑх ушкӑнĕ куракансене хӑйĕн пултарулӑхĕпе саввӑнтарчĕ. Куракансене çĕнĕ юрӑсемпе, илемлĕ ташӑсемпе тата шÿтсемпе савӑнтарчĕ. Концерт вĕçленсен, Г.Голубева артистсене залра ларакансем ячĕпе тав сӑмахĕ каларĕ, малашне çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунчĕ. Çывӑх вӑхӑтра «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕпе вĕсем патне хӑнана çитсе килме шантарчĕ.

Просмотров: 248 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar