MENU
Главная » 2019 » Март » 9 » Праздничный концерт «Праздник самых милых дам – бабушек, сестрёнок, мам».
12:09
Праздничный концерт «Праздник самых милых дам – бабушек, сестрёнок, мам».

      Фоторепортаж

Эх, аннеçĕм,  пĕртен-пĕр анне,

Санран хаклă çын çук тĕнчере.

Эс çĕклетĕн чун-чĕрене,

Ырă пурнăç пиллетĕн пире.

Эс сыхлатăн атте кил-çуртне,

Кунĕн-çĕрен çунатăн ĕçре.

Эс упратăн çемье илемне,

Санран савнă çын çук тĕнчере.

            Анне… Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм, вăй-хăват. 7 мартра Чемей клубĕнче пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Çепĕç те илемлĕ юрăсемпе саламларĕç асаннесене, аннесене, аппасемпе йăмăксене «Илем» ушкăн артисчĕсем. Уйрăмах куракансем Любовь Шагерова, Вадим Тимофеев, Светлана Уткина парнеленĕ юрăсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чи çамрăк юрăçă Кристина Карпова  амăшне халаласа «Милая добрая мама» юрра,  Татьяна Карпова  «Мама» сăвва парнелерĕç.  Вова Волков та хăйĕн юратнă амăшне сăвăпа савăнтарчĕ.

        Тĕнчери мĕнпур ыррине сунатпăр сире аннесем — тулăх пурнăҫ, тулли телей те ăнăҫу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа ҫамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, пирӗн тăван кил ăшшине упраса нумай ҫул пурăн тесе вĕçлерĕ уяв концертне Надежда Сорокина.

Просмотров: 246 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar