09:21 «Шуçăм» ушкăн – Муркаш районĕн кунĕнче. | |
Кирек епле уяв та юрă-ташăсăр иртместь. Çак уявра Муркаш районĕнчи тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем залра ларакансене хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç, çав хушăрах Москакассинчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ те пулчĕ. Шукшин пурăннă вырăнти такмаксен кăшăлĕпе куракансене савăнтарма пултарчĕ ушкăн. Верăпа Дарья Макарова юрланă «Не забывай» тата Евгений Тимофеев «Куккук авăтать» юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. «Браво!», «Маттурсем!»,-тесе кăшкăрчĕç залра ларакансем. Сцена тулли Муркаш районĕнчи пур артист та илемлĕ чăваш кĕввипе ташша тухрĕ. Юлашкинчен вара, «Салют» пани пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Питех те савăнăçлă иртрĕ Муркаш район кунĕ.
| |
|
Всего комментариев: 0 | |