MENU
Главная » 2016 » Март » 30 » «Сипет» халǎх театрĕ Орининта
11:04
«Сипет» халǎх театрĕ Орининта

   Фоторепортаж

  Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Орининти культура çуртĕнче Йўçкасинчи «Сипет» халăх театрĕ куракансене А. Васильев пьеси тăрăх лартнă «Тавах, аннеçĕм» виçĕ пайлă пьеса-балладăпа паллаштарчĕ. Театр ушкăнĕ пултаруллă, искусствăна чун-чĕререн парăннă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсенчен чăмăртаннă. Рольсенче вара çак ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем, тĕрлĕ çĕрте вǎй хуракансем вылярĕç.

   Сцена çинче аслисемпе пĕрле шкул ачисем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрӑк артистсем хӑйсене шанса панӑ рольсене тӗплӗн хатӗрленсе халӑх умӗнче ӗнентерўллӗн выляса кӑтартрӗç.Спектакле ертсе пыраканĕ тата лартаканĕ - Константин Ярухин. Курма пухǎннǎ ял çыннисем спектакле питĕ тимлĕн пǎхса ларчĕç, пысǎк хак парса тǎвǎллǎн алǎ çупса артистсене саламларĕç.

   В.И.Вязов артистсене куракансен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ, çирĕп сывлăх, çĕнĕ  пьесăсем, ăнăçлă рольсем сунчĕ.

Просмотров: 356 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar