15:50 Сумлӑ юбилей. | |
Хӑй ĕçленĕ хушӑра «Янаш» ушкӑнпа ӑçта кӑна пулса курмасть пулĕ. Раççейре кӑна мар, ют Çĕршывсене те çитсе килеççĕ маттур артистсем: Венгрири Сегет, Швецири Ретвик хулисенче пулса, унти халӑха хӑйсен пултарулӑхĕсемпе савӑнтарса килме пултараççĕ. Хӑйĕн шӑпччӑк пек илемлĕ сассипе вара, такама та тĕлĕнтернĕ пултаруллӑ юрӑç. Тата çулсерен районта иртекен «Акатуй» пĕр уявĕ те унсӑрӑн иртмен. Дирижер пулса нумай çул хушши мӑнаçлӑ хора ертсе, йĕркелесе пырать. Вӑл юрлаттарнӑ юрӑсем вӑрмана ян та ян янраттарнӑ. Асӑнмалӑх, мухтанмалӑх пурах çав çак вĕри чĕреллĕ маттур та пултаруллӑ культура ĕçченĕпе. Паянхи кун вӑл 70 çул тултарчĕ. Сумлӑ кĕрекене пире, пĕрле ĕсленĕ ĕçтешĕсене йыхравларĕ. Кĕреке хушшинче ӑна юбилей ячĕпе илемлĕ чӑваш юррисемпе саламларӑмӑр. Чӑтаймарĕ, вӑл та пирĕнпе пĕрле юрларĕ. Эппир килнишĕн чунтанах савӑнчĕ, савӑнӑç куççулĕ тухрĕ. А.Захарована эпир, районти культура ĕçченĕсем ячĕпе чунтан тав туса, сумлӑ юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпӑр, сывлӑхпа пурӑнма телей, вӑрӑм кун-çул сунатпӑр. Эсир культурӑшӑн сахал мар вӑй хурса, культура шайне хӑпартассишĕн тӑрӑшса ĕçленĕ ÿсĕмсемпесавӑнатпӑр, мухтанатпӑр! | |
|
Всего комментариев: 0 | |