14:40 "Свет материнства - свет любви" | |
Шетмèпуçèнчи культура çуртèнче аннесен уявè тèлне хатèрленè «Свет материнства – свет любви» кану каçè иртрè. Малтанах аннесене саламласа ял тǎрǎхèн пуçлǎхè Николай Александров сǎмах каларè. Унтан уява малалла тǎсакансем ачасем пулчèç. Кèçèн класран пуçласа аслисем таранах хутшǎнчèç ачасем çак уявра. Урǎхла пулма та пултараймасть, кашни хǎйèн амǎшне епле юратнине, хисепленине кǎтартасшǎн çке. Аслисем те пултаруллǎх коллективне çýрекенсем аякра юлмарèç, сцена çине васкарèç. Питè илемлè иртрè кану каçè. Ырă кăмăллă аннесем, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсем, сире тепĕр хут аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Çĕр çинчи чи ăшă та çепĕç сăмахсем çеç калатпăр сире. Сăн-питĕрте яланах хĕвел шевли вылятăр, чунăрта савăк кăмăл хуçалантăр. Сывлăхпа телей, юрату сунатпăр пур кăмăлтан.
| |
|
Всего комментариев: 0 | |