10:27 «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте хутшăнчĕ. | |
Фестивале кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем пурте чăваш тумĕсемпе килчĕç, хăйсене питех те сăпайлăн тытма тăрăшрĕç. Тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чи малтан «Сăмах илемĕ» конкурсра чăваш халăх юмахĕсене е илемлĕ литратурăри хайлавсен сыпăкĕсене илемлĕн вуларĕç, сцена çинче чăваш юрри-ташшисене кăтартрĕç, «Чăваш халăх апачĕ» конкурсра проектсем хÿтĕлерĕç. Кайран вара пурте вăйă картине тухрĕç. Пĕр çавра юрласа çаврăннă хыççăн «Чăваш вăййи» конкурс пуçланчĕ. Ачасем чăваш халăх вăййисемпе паллаштарнă май ун йĕркине ăнлантарчĕç, выляса кăтартрĕç, тантăшĕсене те вăййа явăçтарма тăрăшрĕç. Чăвашсен «Сăрăлла», «Кăшманла», «Тунката», «Кăлтăр-кăлтăрла» «Акмалла» вăййисем, çăварни вăййисем ачасене питĕ килĕшрĕç. Ачасем çитес çул та фестивалье çĕнĕ вăйăсем вĕренсе килме, пĕр-пĕринпе тĕл пулма калаçса татăлчĕç. «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте Калайкасси шкулĕнчи 3 класра вĕренекенсен «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ те хастар пулчĕ. Н. Кондукторова илемлĕх ертÿçи, А. Данилова класс руководителĕ ертсе пынипе ачасем фестивале килнисене чăваш халăх вăййи-юррисемпе камăлĕсене çĕклерĕç, куракансене савăнтарчĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |