Главная »
2018 » Февраль » 22 » "Сывлăмпи" хăнасене кĕтсе илет
09:14 "Сывлăмпи" хăнасене кĕтсе илет |
Катькасри культура Çÿрчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» ача-пăча фольклор ушкăн паян, нарăсăн 22-мĕшĕнче, Калайкасси шкулĕнче Юрий Федотов ячĕпе иртекен йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне килекен хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Надежда Кондукторова ертсе пыракан ушкăн чăваш халăх юррисене шăрантарса, чăваш йăли-йĕркисене кăтартса хăнасене савăнтарчĕ. Ачасем хăйсен уçă сассисемпе кунта пухăннă çынсене тыткăна илчĕç, чăваш халăхĕн малашлăхĕ пурри çинчен пĕлтерчĕç.
|
Просмотров: 364 |
Добавил: Алина
| Рейтинг: 0.0/0 |