13:52 Тойкилтĕре хăнара. | |
Раштав уйăхĕн 8 – мĕшĕнче эрнекун Мăн Токшикри Надежда Кондукторова ертсе пыракан «Тăванлăх» тата ачасен «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕсем Тойкилтĕри культура çуртĕнче концертпа пулчĕç. Куракансем таврари хастар та савăнăçлă коллектива хапăл туса кĕтсе илчĕç. Чăваш тумĕллĕ артистсем чăвашла юрăсемпе ,ташăсемпе тыткăнларĕç. Ял çыннисем артистсемпе пĕрле юрăсене шăрантарчĕç. Тойкилтĕсем хăнасене вĕри чейпе сăйларĕç. Пĕр –пĕрин патне концертпа çÿрени ял культурине татах та аталантарма май парать теççĕ вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен артисчĕсем.
| |
|
Всего комментариев: 0 | |