14:23 «Туслӑх» ушкӑн хӑнара «Телей» ушкӑн патӗнче | |
Ноябрӗн 18 –мӗшӗнче Шупашкарти культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче Кӳкеҫри "Телей" халӑх фольклор ансамблӗ хӑйӗн 15 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ. Пултарулӑх ушкӑнне саламлама Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗн пайташӗсем, Тутарстанри Пӑва районӗнчи "Уяв" ансамбль, Муркаш, Шупашкар районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитрӗҫ. Рыкакаси клубӗҫумӗнчи «Туслӑх» пултаруллӑх ушкӑнӗ юрӑ – ташӑпа саламларӗ «Каш кашлать Рыкка вӑрманӗ» юрра тата чӑваш ташшине питӗ кӑмӑллӑн алӑҫупса йышӑнчӗҫ «Телей» ансамбле малалла та лайӑх ӗҫлесе пыма ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ. | |
|
Всего комментариев: 0 | |