18:10 Усӑллӑ кану кунĕ | |
Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх пултарулӑх ушкӑнĕпе «Шураппа» пултарулӑх ушкӑнĕ иртнĕ канмалли кун Атӑл хĕрринче канса килчĕç. Юлашки вӑхӑтра час-часах çумӑрлӑ çанталӑк пулчĕ пулсан, çак кун тÿлек те ӑшӑ тӑчĕ. Атӑл хĕррине çитсен, арçынсем вӑрмана кайса вутӑ пуçтарса килчĕç, хĕрарӑмсем симĕс курӑк çинче сĕтел хатĕрлерĕç. Вутӑ чĕртсе мӑн хуранпа пулӑ шÿрпи пĕçерчĕç. Уçӑ сывлӑшра шÿрпе питех те тутлӑ пулчĕ, пурте юратса çирĕç. Атӑл хĕррине килнĕ тĕп тĕллевĕ, ушкӑнсене видеопа кино ÿкересси пулчĕ. Çак ĕçе А.Макаров йĕркелесе пычĕ. Илемлĕ чӑваш çипуçĕсене тӑхӑнса Атӑл хĕрринелле карталанса юрласа анчĕç Москакасси артисчĕсем. Шупашкартан канма килнĕ çынсем вĕсем çине савӑнса пӑхса тӑчĕç. Чылай вӑхӑт хушши ÿкерчĕ вĕсене А.Макаров. Шурӑ пӑрахут ишнине те ÿкерсе илчĕ. Артистсем анлӑ Атӑл çине пӑхса киленсе тӑчĕç, Атӑл шывĕпе çӑвӑнса та илчĕç. Артитстсем вырӑна таврӑннӑ хушӑра шашлык шӑрши сӑмсана кӑтӑкласа тӑчĕ. В.Голубев пурне те техĕмлĕ шашлыкпа хӑналарĕ. Пурте юратса çирĕç тутлӑ шашлыка. Чылайччен шӑкӑл-шӑкӑл калаçса ларчĕç, вӑйӑсем те выляса илчĕç, малашне мĕнле ĕçлесси пирки те сÿтсе яврĕç. Каç енне хура пĕлĕтсем пухӑнма пуçласан, майĕпен пуçтарӑнма пуçларĕç артистсем. Усӑллӑ кану кунĕ пулчĕ пуриншĕн те. Çак кану кунне йĕркелекенсе панишĕн, культура Çуртĕнчĕн ĕçченĕсене тав сӑмахĕсем каларĕç. Татах çакӑн пек пĕрле пуçтарӑнса, канма каясси пирки калаçрĕç килелле кайнӑ майӑн Москакассисем. | |
|
Всего комментариев: 0 | |