Ял-йышпала пĕрле пулсассăн,
Савнас килет, юрлас килет.
Пĕрне - пĕри сума сусассăн,
Чăннипелех пурнас килет.
Юлашки вăхăтра илемлĕ юрă-ташăпа Мăн Токшикри ял халăхне тĕрлĕрен пултарулăх ушкăнсем килсе савăнтарсах тăраççĕ. Нарăс уйăхĕн 10- мĕшĕнче Ярапай культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ушкăнĕ, хăнара пулчĕ. Хăйсен илемлĕ юррисемпе,тĕрлĕ халăх ташшисемпе, шÿтсем каласа, вăйăсем выляса савăнтарчĕç пире. Тăвăллăн алă çупса тав турĕç хăнасене куракансем.