MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 15

«Тӑрӑн ен» – пирĕн патра хӑнара

Кÿршĕ Шупашкар районĕнчи Тӑрӑнти культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Тӑрӑн ен» артисчĕсем Москакасси культура Çуртне   декабрĕн 14-мĕшĕнче  концертпа килессине пĕлтерÿ çинче курсан, юрра-ташша кӑмӑллакансем самаях пуçтарӑнчĕç.

Концерт пуçланиччен библиотека ертÿçи Любовь Ванюшкина сӑмах илчĕ.  Çак кун шӑпах  Афганистан çĕрĕнчен пирĕн салтаксем тухни çинчен пĕлтерчĕ. Афганистан вӑрçин историне кĕскен каласа пачĕ. Çавӑн пекех пирĕн Республикӑран, районтан миçе каччӑ çак вӑрçӑра çапӑçӑва хутшӑннӑ пирки, миçе каччӑ çав çĕр çинче пуçĕсене хуни çинчен пĕтĕмпех тĕплĕн каласа ӑнлантарчĕ. Пирĕн Москакасси ял тӑрӑхĕнчен  Михаил Самойлов, районта пурĕ 7 каччӑ ĕмĕрлĕхех Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хуни çинчен аса илчĕ. Калайкасси вӑтам ... Читать дальше »

Просмотров: 380 | Добавил: Алина | Дата: 15.12.2018 | Комментарии (0)