MENU
Главная » 2019 » Январь » 30

Отчет хыççăн концерт тата спектакль

Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Шурча культура çуртĕнче Ярапайкасси тăрăхĕн пуçлăхĕ Жуков В.Г. иртнĕ çулталăкăн пĕтĕмлетĕвне палăртрĕ. Отчет хыççăн "Шурча"   эстрада ансамблĕ пухăннисене концертпа савăнтарчĕ, "Асам" ташă ушкăнĕ хăйĕн пултаруллăхне кăтартрĕ тата театр кружокĕ Федор Павлов çырнă "Судра" пьесипе спектакль лартса пачĕ.

 

    ... Читать дальше »

Просмотров: 277 | Добавил: Алина | Дата: 30.01.2019 | Комментарии (0)

Пысӑк хак пачĕç

«Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурс Москакасси ял тӑрӑхĕнче хыçа юлчĕ. Çак конкурса пĕтĕмлетсе, Анатолийпа Вера Макаровсем тата Дарья Чермакова пĕчĕк кӑна фидоролик туса кӑларчĕç. Çак ролика Муркаш районĕ 75 çула халалласа калӑпларĕç. Январĕн 29-мĕшĕнче «Шуçӑм» артисчĕсем репетици пуçланиччен çак интереслĕ ролика Муркаш район сайтĕнче тĕплĕн пӑхса, тивĕçлĕ хак пачĕç. Çакӑн пек кино туса кӑларма пултарнишĕн Макаровсене тата Д.Чермакована чунтанах тав сӑмахĕсем каларĕç. «Мĕнле – ха савӑнмӑн, историне кĕрсе юлтӑмӑр-çке», - терĕç «Шуçӑм» артисчĕсем. Малашне те çакӑн пек киносем туса кӑларма йĕркелÿçĕсене ӑнӑçу сунчĕç. Çавӑн пекех «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ тата Рыкакасси клубĕ çумĕнчи «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕ те çак роликра историне кĕрсе юлчĕç. ... Читать дальше »

Просмотров: 289 | Добавил: Алина | Дата: 30.01.2019 | Комментарии (0)