MENU
Главная » 2019 » Март » 31

«Шуçӑм» ушкӑн Шупашкаркассинче

Черетлĕ концертпа «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ пуш уйӑхĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкаркасси культура Çуртĕнче ял халӑхне концертпа савӑнтарса килчĕ. Куракансем нумаях пулмарĕç пулин те, концертра виçĕ хут нумайрах халӑх пулнӑ пек алӑ çупса йышӑнчĕç артистсене. Куракансен кӑмӑлне чунтанах тивĕçтерме тӑрӑшрĕç «Шуçӑм» артистчĕсем. Тĕрлĕ енлĕ номерсемпе паллаштарчĕç Шупашкаркасси ял халӑхне. Тӑвӑллӑн алӑ çупни хӑлхаран каймарĕ çак кану каçĕнче.

Концерт вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи Л.А.Иванова, куракансен ячĕпе артистсене чунтан тав турĕ. Çавӑн пек пуян программӑллӑ илемлĕ те интереслĕ концертпа халӑха савӑнтарнӑшӑн, тепĕр хутччен пуç тайса ӑшшӑн саламларĕ. «Сирĕтен вĕренмелли çав тери нумай-ха пирĕн»,- терĕ юлашкинчен ертÿçĕ. Çитес в ... Читать дальше »

Просмотров: 255 | Добавил: Алина | Дата: 31.03.2019 | Комментарии (0)