MENU
Главная » 2019 » Январь » 9 » 90 çул сумлă юбилей
14:57
90 çул сумлă юбилей

Нумай пулмасть январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мăн Токшик ялĕнче пурăнакан Нина Клементьевна Андреева хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ - вăл 90 çул тултарчĕ. Çав кун ăна тăванĕсем -  хĕрĕ, мăнукĕсем, пĕлĕшĕсемпе кỹршисем саламларĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Е.В. Орлов тыл ĕçченне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Р.Н.Тимофеевăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ, хăйĕн ячĕпе çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей, тăнăç тата канлĕ ватлăх, çывăх тăванĕсем енчен тимлĕх тата пархатарлăх сунчĕ. "Тăванлăх" фольклор ушкăнĕ вара çепĕç чăваш юррисемпе Нина Клементьевнăн кăмăлне çĕклерĕ. Ĕç ветеранĕ паянхи кун та уйрăм кил-çуртра пĕччен пурăнма вăй-хал çитерет. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Упăшки тата икĕ ывăлĕ нумай çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Нина Клементьевнăн , паллах, Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ Лида час – часах амăшĕ патĕнче пулать, пăхсах тăрать. Тĕрĕссипе, çак кинемее 90 çула çитнĕ тесе никам та калаймасть. Вăл халĕ те килти ĕçсене хăех пурнăçлать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Нина Клементьевна вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. Ялти нимĕнле ĕçрен те пăрăнса тăман. Ĕçе юратни, яланах хускални май парать те ĕнтĕ ăна нумай çул пурăнма.

 

         

   

Просмотров: 298 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar