MENU
Главная » 2015 » Декабрь » 7 » «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!»
15:10
«Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!»

   Фоторепортаж

   Çакăн пек пĕлтерĕве илтсен Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата культура ĕçченĕсем çак эстрада конкурсне хутшăнма хаваспах килĕшрĕç. Конкурсăн йĕрки çапларах пулчĕ: чĕрĕ сасăпа чăвашла, вырăсла е ют чĕлхепе юрламалла. Нумай хушă хатĕрленчĕç çак конкурса хутшăнма артистсем.

   Асăннă вăхăт питех те хăваăрт çитрĕ. Пĕлтерĕве курсан куракансем хаваспах культура Çуртне пухăнчĕç. Артистсем вара çак 1-мĕш фестиваль - конкурса хутшăнакансем хумханмаллипех хумханчĕç. Конкурса хутшăнакансене хак паракансем вара Муркашри информацмпе культура Çуртĕнче вăй хуракансем: Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем: Ю.Н.Жуковпа С.А.Каликов пулчĕç.

   Фанфара кĕвви янăраса кайсан ертсе пыракан П.Г.Лебедева сцена çине пĕрин хыççăн теприне йыхравларĕ. Артистсем илемлĕн куракансем умне тухса тăчĕç. Акă вĕçем: Евгений Тимофеев, Оксана Столярова, Радимир Семĕнов, Дарья Макарова, Сергей Николаев, Вера Макарова тата Галина Голубева.

   Уява культура Çурчĕн ертÿçи «Шăпчăксем юрлатчĕç юрă» юрăпа Галина Голубева уçрĕ. Пĕрин хыççăн тепри илемлĕрен те илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Куракансем вара кашнинех чылайччен тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Кашни тухакан артист валлиех плакатсем хаĕрлесе килнĕ куракансем. «Маттур!!!»- тесе кăшкăрни пĕр вĕçĕм янăраса тăчĕ залра ларакансем хушшинче.

  Куракансем хушшинче Çурлатри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Çеçпĕл» эстрада ушкăнĕн артисчĕсем те пулчĕç. Вĕсен сăн - питĕнче те хаваслă йăл - кулă кăна çиçрĕ. Вĕсем те артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарса тăчĕç.

   Мĕн тери илемлĕ юрăсем янăрамарĕç пулĕ çак каç. Дарья Макарова юрланă «Силпи чечекĕ» юрă пĕррмĕш хут янăрарĕ. Юррине вара Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Ильдяков кĕвĕленĕ. Чăнах та çав тери чуна пырса тивекен юрă пулчĕ. Дарья юрланă чух залра ларакансем сывламасăр итлесе ларчĕç çак юрра. Çак маттур та пултаруллă композитора халăха валли татах та нумай илемлĕ юрăсем парнелессе шансах тăратпăр.

   Кашни артистах икĕ е виçĕ юрă шăрантарчĕ çак каç. Куракансем юрлакансемпе пĕрле юрларĕç те ташларĕç.

   Çак конкурса П. Лебедева çав тери ăста ертсе пычĕ. Кашни артистпах тĕплĕн паллаштарчĕ, шÿтлесе те йĕплесе илме те манмарĕ пултаруллă ертÿçĕ.

   «Калинка» тĕслĕх ташă ушкăнĕ артистсене кантарма тĕрлĕрен илемлĕ ташăсем парнелерěç.

   Икĕ сехете тăсăлнă концерт программи питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Хаклă та сумлă жюрине юрлакансене пысăк хак пачĕç. Кун пек конкурса район шайĕнче кăна мар, республика шайĕнче ирттерсен те намăс пулмĕ терĕç. «Кашнинех малти вырăнсем пама хатĕр, анчах та йĕрки çапла - çке» - терĕç юлашкинчен хак паракансем.

   Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек пулчĕ: 3-мĕш вырăна Вера Макарова, 2-мĕш вырăна Евгений Тимофеев, 1-мĕш вырăна Дарья Макарова йышăнма пултарчĕç.Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе тав çырăвĕсем, çĕнтерÿçĕсене кубоксем тата пурне те асăнмалăх хаклă парнесем парса парнесем парса чыс турĕç. Куракансем те артистсене парнесем пама манмарĕç.

   Çакăн пек санăçлă та илемлĕ уявсем сцена çине татах та нумайрах кăларма ыйтса килĕсене тулли кăмăлсемпе саланчĕç. Çамрăксем вара ташă каçне юлма кăмăл турĕç. Уяв питех те кăмăллă иртсе кайрĕ.

   Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Голубева

Просмотров: 367 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar