Çĕнĕ çула ватти-вĕтти те темĕнле хумханупа, шанчăкпа, ырă туйăмпа кĕтет. Çĕнĕ çул уявĕсене йĕркелекенсем вара, уйрăмах культура учрежденийĕсенче вăй куракансем, хĕллехи тĕп уявсенчен пĕри яланах хаваслă та савăнăçлă ирттĕр тесе тăрăшаççĕ. Раштав уйàхèн 27-мèшèнче Адабайĕнчи культура çуртне Адабай, Сентимĕр тата Çеменкасси ялĕнчи 50 çулран аслăраххисем пухăнчĕç.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çитес çул — упăте çулĕ. Уява пухăннисене саламлама упăте те çитрĕ. В.И. Вязов тата Р.П.Быкова пухăннисене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе хèрўллèн саламларĕç, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ ăнăçусем тума сунчĕç, уявра активлă пулма чĕнсе каларĕç.
Мĕнле Çĕнĕ çул-ха, Хĕл мучипе Юр пикесĕр? Паллах, вĕсемсĕр
...
Читать дальше »