MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 6 » Анаткас тӑрӑхĕсене савӑнтарса хӑварчĕç
13:45
Анаткас тӑрӑхĕсене савӑнтарса хӑварчĕç

Анаткас тӑрӑхĕсене савӑнтарса хӑварчĕç

 

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ, декабрĕн 5-мĕшĕнче, Турай ял тӑрӑхĕнчи Анаткасри культура Çуртĕнче хӑйĕн пуян та интереслĕ концерчĕпе куракансене савӑнтарса килчĕ.

Концерт курма кӑмӑл тӑвакансем культура Çуртне асӑннӑ вӑхӑта пуçтарӑнчĕç. Концерта «Шуçӑм» ушкӑн «Улӑхра курсан чечек» юрӑпа ташӑ сюитипе уçрĕ. Залра ларакансем пĕрремĕш сюитӑна пӑхнӑ хыççӑнах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнни, çак ушкӑна чӑннипех те кӑмӑллани курӑнчĕ. Мĕн тĕрлĕ юрӑпа ташӑ сюитисемпе, шÿтсемпе те юрӑсемпе савӑнтармарĕç пулĕ куракансене Москакасси артисчĕсем. Ушкӑнпа, икшкрĕн, пĕчченшерĕн юрлакан юрӑçсене икшер хут сцена çине тухма йыхравларĕç залра ларакансем. Шÿтлĕ сценкӑсене пӑхнӑ чух пурте тӑраниччен ахӑлтатса кулчĕç. Паллах, концерт илемĕхĕ пĕтĕмпех концерта ертсе пыракансенчен çав тери нумай килет. Концерта Прасковья Лебедева чӑннипех те тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ. Кашни тухакан артиста майне пĕлсе, тивĕçлĕ сӑмахсем тупса сцена çине тухма йыхравларĕ пултаруллӑ ертсе пыракан. Пултарулӑх ертÿçи Радимир Семенов тата сюитӑсене лартаканĕ Сергей Николаев илемлĕ концерт программи хатĕрлеме пултарчĕç концерта валли. Икĕ сехете яхӑн пыракан концерт программи Анаткас ял халӑхне ырӑ кӑмӑл парнелесе хӑварчĕ çак каç.

«Пире çавӑн пек ырӑ кӑмӑлпа кĕтсе илнĕшĕн, Анаткасри культура Çуртĕнче ĕçлекенсене пĕтĕм чунтан тав сӑмахĕ калатпӑр!»,-тесе хӑварчĕç артистсем тухса каяс умĕн.

Просмотров: 213 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar