MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 18

Культура Çуртĕнче художникпа тĕл пулчĕç

 

Москакасси культура Çуртĕнче Анна Васильевна Брагина художникӑн выставки уйӑх каяллах ĕслеме пуçланӑ ĕнтĕ. Çак выставкӑпа ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем, шкул ачисем самаях паллашнӑ ĕнтĕ. Акӑ паян та, декабрĕн 18-мĕшĕнче, Москакассинчи 8-мĕш класра вĕренекен çамрӑксем чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.И.Пушкинапа выставка курма уроксем хыççӑн килсе çитрĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем тата А.Брагина ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илчĕç. Малтанах çамрӑксене Г.Голубева çак выставкӑна йĕркеленĕ А.В.Брагина пирки кĕскен каласа пачĕ. Ун хыççӑн А.В. Брагинӑна сӑмах пачĕ. Анна Васильевна малтанах çамрӑксене хӑйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ, унӑн интереслĕ ĕçĕсене Муркаш районĕнчен пуçласа Америка таранах курма пултарни çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Малтан хӑваран çыхса ӑсталанӑ ĕçсемпе па ... Читать дальше »

Просмотров: 177 | Добавил: Алина | Дата: 18.12.2019 | Комментарии (0)

Тĕл пулу «Шуçӑм» артисчĕсемпе

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнчи ялсенче йĕркелĕхе тытса пыракан участок уполномоченнӑйĕ Виктор Валерьевич Алексеев час – часах ял-халӑхĕпе тĕл пулса калаçма тӑрӑшать. Акӑ черетлĕ тĕл пулӑва Москакасси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекен артистчĕсемпе туса ирттерчĕ. Унпа пĕрлех Москакасси библиотека ĕçченĕ Любовь Ванюшкина  малтан мошенниксем çынсене улталаса, тĕрлĕрен сӑтӑрла ĕçсем туни  çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ку тĕл пулура В.Алексеев юлашки вӑхӑтра ытларах Банк карттисем çинчен ултавçӑсем укçа-тенкĕсене мĕнле майпа çаратни çинчен тĕплĕнрех  ӑнлантарса пачĕ. Пурне те укçа-тенкĕ карттисемпе асӑрхансарах усӑ курма чĕнсе хӑварчĕ. Пускилсене, юлташсене, палланисене хӑй каласа парни çинчен ӑнлантарса пама ыйтрĕ.

... Читать дальше »

Просмотров: 192 | Добавил: Алина | Дата: 18.12.2019 | Комментарии (0)