MENU
Главная » 2015 » Декабрь » 7 » Аннесене ырă кăмăлтан ăшшăн саламларĕç
14:23
Аннесене ырă кăмăлтан ăшшăн саламларĕç

   Фоторепортаж

   Чÿк ÿйăхĕн 27-мĕшĕнче Ярапайкасси  культура çуртĕнче Аннесен кунне халалласа пысăк уяв ирттертĕмĕр. Аннесен кунĕ яланах канмалли куна килет. Ăнсăртран мар пулĕ. Пурин те пĕрле çавра сĕтел хушшине пухăнса курнăçма сăлтавĕ пур. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма май килет. Аннесене ытларах мĕн савăнтарма пултарнине манман-и-ха эпир?

   Вĕсем кăмăлланă тутлă кукăльне пĕçерсе хатĕрлесен те, юратнă юррине пĕр çавра ушкăнпа шăрантарсан та кăмăл çĕкленĕ. Ăшă тутăрне хул пуççи урлă уртса ярсан та куçĕ савăнăçпа тулĕ. Татах та нумай каласа кайма пулĕ çывăх çынсене савăнăç парнелеме пултаракан япаласем çинчен. Юрă-ташă та çак шутра.

   Çак çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çынна сума суса ăшă та савăнăçлă концерт  программи  клубра пухăннисине нумай вăхăта  асра  юлĕ.  Концертра вара «Екрем» фольклор тата «Асам» ташă ушкăнĕсем пулчĕç, сцена çинче эстрада  юррисем те  шаранчĕç. Концерта  хутшăнакансем мĕнпур аннесене ырă кăмăлтан ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

Просмотров: 679 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar