MENU
Главная » 2017 » Май » 31 » Асамлă ташă тĕнчинче.
08:13
Асамлă ташă тĕнчинче.

         Çулсеренех Москакасси культура Çуртĕнче май вĕçĕнче, вăтам шкулта «Калинка» ташă ушкăнне çӳрекен ачасем, çулталăкĕпе вĕреннĕ ташăсемпе хăйсен ашшĕ-амăшĕсем умĕнче пысăк та илемлĕ концерт лартса параççĕ.

       Кăçал та çак концерта илемлĕн лартса пачĕç ачасем. Шкулта вĕренекенсем çуррине яхăн ташă ушкăнĕсене çӳреççĕ.

     Ташăсене вĕрентекен, Ирина Петрова, 23 çул хушши ачасене ташăсен илемлĕхне курма, туйма, юратма вĕрентет. Çавăнпах пулĕ ăна ачасем юратаççĕ те, хисеплеççĕ те.

    Асăннă вăхăтра культура Çурчĕ ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тулса ларчĕ. Концерт программи анлă та илемлĕ пулчĕ. Тăватă сехет хушшинче 30 ытла ташă пĕр чарăнмасăр кăтатрса пачĕç ачасем. Кĕçĕн классенчен пуçласа аслă классене çӳрекен ачасем мĕнле кăна ташăсемпе савăнтармарĕç пулĕ куракансене, тĕрлĕ халăх ташшисемпе, эстрада ташшисемпе тата чăваш халăх ташшисемпе.

   Ташăсем хушшинче Антон Тимофеев, Рада Васильева, Дарья Макарова тата Сергей Николаев илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Концерт вăхăтĕнчех Муркаш районĕнче, Чăваш Республикинче, Раççей шайĕнче тата пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен конкурсенче çĕнтерӳçĕ пулса тăнă ачасене Муркашри культура Çурчĕн ертӳçи ячĕпе, Москакасси ял тăрăхĕн ертӳçи ячĕпе тата Москакасси вăтам шкулĕн директорĕ ячĕпе тав çырăвĕсем парса чыс турĕç çак уява килнĕ хăнасем.

     Ашшĕ-амăшĕсене те аякра тăратса хăвармарĕç çак кун. Вĕсем хăйсен ачисене инçе çула тухма ирĕк панишĕн тата вĕсене пулăшса пынишĕн тав çырăвĕсем парса чыс турĕç. Асăнмалăх паха медальсем çакса ячĕç.

      Концерта Дарья Макарова хăйĕн илемлĕ сассипе çепĕççĕн ертсе пычĕ.

      Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕ те Ирина Петрована çĕре çити пуçтайса, тав сăмахĕсем каласа, чечек çыххисемпе парса чысларĕç. Хăйсен ачисем çавăн пек пултаруллă та маттур пуласса вĕсем шутламан та икккен. Малашне те пысăк çитĕнӳсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунчĕç ертӳçĕне тата ачасене ашшĕ-амăшĕсем.

   Паллах, юлашкинчен пур ачасене те, çавра сĕтел хушшинче тутлă апат-çимĕçсемпе сăйларĕç. Питех те туллии кăмăлсемпе саланчĕç ачасем пе курма килекенсем.

Просмотров: 336 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar