Çулсеренех Москакасси культура Çуртĕнче май вĕçĕнче, вăтам шкулта «Калинка» ташă ушкăнне çӳрекен ачасем, çулталăкĕпе вĕреннĕ ташăсемпе хăйсен ашшĕ-амăшĕсем умĕнче пысăк та илемлĕ концерт лартса параççĕ.
Кăçал та çак концерта илемлĕн лартса пачĕç ачасем. Шкулта вĕренекенсем çуррине яхăн ташă ушкăнĕсене çӳреççĕ.
Ташăсене вĕрентекен, Ирина Петрова, 23 çул хушши ачасене ташăсен илемлĕхне курма, туйма, юратма вĕрентет. Çавăнпах пулĕ ăна ачасем юратаççĕ те, хисеплеççĕ те.
Асăннă вăхăтра культура Çурчĕ ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тулса ларчĕ. Концерт программи анлă та илемлĕ пулчĕ. Тăватă сехет хушшинче 30 ытла ташă пĕр чарăн
...
Читать дальше »