MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 11 » Ăшӑ кӑмӑл парнелерĕç
15:55
Ăшӑ кӑмӑл парнелерĕç

Ăшӑ кӑмӑл парнелерĕç

 

Москакасси культура Çуртне декабрĕн 10-мĕшĕнче ял-йыш кӑнтӑр иртни 1 секхете чылайӑн пуçтарӑнчĕç. Пуçтарӑнма сӑлтавĕ те пулчĕ. Кунта çак кун социаллӑ хÿтлĕх пайĕнчен В.А.Аникина тата районти пенси фондĕнчен И.А.Гришина килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле Муркашри ветерансен  халӑх хорĕ хӑйĕн пултарулӑхĕпе паллаштарма килчĕ.

Малтанах зала пуçтарӑннӑ халӑхпа Валентина Аникина калаçрĕ, социаллӑ хÿтлĕх пайĕнчи улшӑнусем çинче тĕплĕн чарӑнса тӑчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ун хыççӑн Ирина Гришина пенси улшӑнӑвĕсем çинче тĕплĕн ӑнлантарса пачĕ, чылай ыйтусем çине хурав пачĕ, ыйтӑвĕсем сахал мар пулчĕç çак тĕл пулура. Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем çине хурав панишĕн питех те кӑмӑллӑ юлчĕç.

Калаçу вĕçленнĕ хыççӑн сцена çине ветерансен мӑнаçлӑ хорĕ тухса тӑчĕ. Программӑна А.Е.Андрева илемлĕн ертсе пычĕ. Концерт программинче Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Ю.Н.Жуковӑн, илемлĕ юррисем пулчĕç. Мĕн тери илемлĕ юрӑ шӑрантармарĕç пулĕ артистсем, шÿтсемпе те сӑвӑсемпе хавхалантарса тӑчĕç куракансене. Кашни тухакан артиста тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем.

Пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ тата ӑшӑ кӑмӑл парнелерĕ çак ĕçлĕ тĕл пулу тата пуян программӑллӑ концерт. Татах та çакӑн пек килсе савӑнтарма ыйтрĕ кашни куракан тухса каяс умĕн.

Тавах çак пултаруллӑ артистсене. Чӑннипех те вĕсен ватӑлма пачах та вӑхӑт çук. Малашне те вĕсене тулли вӑй-халпа куракансене савӑнтарма ӑнӑçу та телей сунатпӑр!

 

Просмотров: 167 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar