MENU
Главная » 2017 » Май » 10 » Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн асӑмрах.
12:00
Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн асӑмрах.

        Фоторепортаж

     Çулсеренех Çĕнтерÿ кунне Раççейри пур кĕтесĕнче те анлӑ паллӑ туса ирттереççĕ. Çак уява пирĕн Москакасси ял тӑрӑхĕнче те чыслӑн туса ирттерме тӑрӑшаççĕ.

     Çумӑрлӑ çанталӑка пӑхмасӑрах майӑн 8-мĕшĕнче ирхи 10 сехете палӑк умне халӑх йышлӑн пухӑнчĕ. Вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ асаттесене асӑнса шкул ачисем, аслӑ ӑрури асаттесемпе асаннесем палӑк умне чечек çыххисем хучĕç, кайран пурте культура Çуртне пухӑнчĕç. Вӑрçӑ вӑхӑтĕнчи юрӑ-кĕвĕ янӑрарĕ залра.

      Культура Çурчĕ ачасемпе, аслӑ ӑрури сумлӑ çынсемпе, чĕннĕ хӑнасемпе тулчĕ. Чылайӑшӗ залра ларма вырӑн çитейменнипе ура çинчех тӑчĕҫ. Сцена çине Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑçласа пыракан Е.Н.Романова, Муркаш район администрацин экономика пайĕн пуçлӑхĕ О.В.Тимофеева, Москакасси вӑтам шкул директорĕ И.А.Иванов, пенсионерсен канашĕн ертÿçи В.И.Беспалова хӑпарчĕç.

       Чӑн малтанах Е.Н.Романова сӑмах илчĕ. Вӑл пурне те Аслӑ Çентерÿ кунĕ 72 çул тултарнӑ ятпа чунтан саламларĕ, телейлĕ пурнӑç тӑвассишĕн вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ салтаксене яланах асра тытмалли пирки аса илтерчĕ. И.А.Иванов вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ салтаксене асӑнса пĕр минутлӑх шӑп тӑрма ыйтрĕ.

     Район администрацийĕ ячĕпе О.В.Тимофеева залра ларакан пур халӑха та Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа, çĕр çинче яланах мирлĕ пурнӑç пултӑрччĕ терĕ. В.И.Беспалова та пурин сӑмахĕ çумне хутшӑнса, яланах пĕр çемьери пек пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурӑнмалла терĕ.

        «Колокольчик» ача сачĕн ачисем сцена çинче хӑйсене чӑн-чӑн артистсем пекех кӑтартрĕç. В.Макарова тата П.Лебедева ертсе пынипе мĕн тери илемлĕ юрӑ шӑрантармарĕç пулĕ. Кашни номере тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç залра ларакансем.

      Москакасси вӑтам шкулĕнчи 6-7-мĕш класс ачисем вара хӑйсен пултарулӑхĕпе куракансене тыткӑнларĕç. Вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ асаттесене халалласа ,кашнин чунĕ витĕр тухмалла «Давно закончилась война» литмонтажа лартса пачĕç.

    Юлашкинчен районта ирттернĕ «Я Помню! Я Горжусь!» фесстивваль-конкурсӑн çĕнтерÿçисем улӑхрĕç. Чӑн малтанах куракансене В.Макарова «Россия» ятлӑ юрӑпа халӑха тыткӑнларĕ. Ун хыççӑн А.Тимофеев «Буду военным» юрра мӑнаçлӑн шӑрантарчĕ.Куракансем ӑна тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

      Е.Тимофеев «День Победы» юрра шӑрантарнӑ чух, пĕтĕм халӑх ура çине тӑрса çак юрра шӑрантарчĕ. Залри халӑх çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕ вӑл юрланӑ юрра. Чылайччен тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç куракансем.

   Уяв вĕçленнĕ хыçççӑн аслӑ ӑрури асатте-асаннесене яланхи плех кĕреке хушшине йыхраввларĕç. Кунта вĕсем салтак пӑттине те, вĕри чейне те, тутлӑ канфет-пĕремĕкне те астиврĕç. «Пире çакӑн пек хисеп тунӑшӑн, манманшӑн, питĕ пысӑк тав», тесе, майĕпен килĕсене саланчĕç тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр вӑй хунӑ асаннесемпе асаттесем.

       Москакасси яĕнче пĕртен-пĕр вӑрçӑ салтакĕ П.И.Живойкин тата блокада нушисене тÿссе ирттернĕ П.В.Анатольева пурӑнаççĕ. Вĕсем патне те çитме пултарчĕç çак кун ял тӑрӑхĕнче ĕçлекенсем, район администрацинчен килнĕ О.В.Тимофеева тата В.И.Беспалова. Уяв ячĕпе вĕсем çак мӑшӑра Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларӗҫ, парне парса чыс турĕç. Питех те кӑмӑллӑ юлчĕ çак мӑшӑр хӑйсене манманнишĕн. Хӑнасене чей ĕçтермесĕр кӑларса ямарĕç хӑйсем патĕнчен.

      Çак кунах Çĕлеменькасси ялĕнчи палӑк умне те ял-йыш пухӑнчĕ. Уявпа палӑк умне пухӑннисене Е.Н.Романова, О.В.Тимофеева ӑшшӑн саламларĕç, пурнӑçра ыррине кӑна сĕнчĕç, мирлĕ те телейлĕ пурнӑçпа пурӑнма ӑнӑçу сунчĕç.

     Çавӑн пекех Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Рыкакасси ялĕнче пурӑнакан Т.П.Кондратьева та саламларĕ ял халӑхне. Çакӑн пек палӑка ял халӑхĕпе ӑсталама пултарнишĕн, ҫак ӗҫе пуҫарса вӗҫне ҫити туса ҫитернӗ, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйӑрӑлса кайнӑ С.Кошкина асӑнса, чĕререн тав сӑмахĕ каларе.

     Рыкакасси клубĕ çумĕнче ачасенчен йĕркеленнĕ «Хунав» фольклор ушкӑнĕ (Калайкассинчи кĕçĕн класссенче вĕренекен ачасем), Г.Шадрина йĕркеленипе Çĕлеменкассси ялĕнче пурӑнакансене тĕлĕнмелле илемлĕ концерт лартса пачĕç. Вĕсем чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, пĕтĕмпех чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа, чӑваш ташшисемпе савӑнтарчĕç ял халӑхне. Баянпа вара, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Кондукторова хавхалантарса тӑчĕ.

     Концерт вĕçленсен, ял тӑрӑхĕ ячĕпе, ачасене тутлӑ канфет-пĕремĕк парса хавхалантарчĕç. Ертсе пыракан Г.Шадринана тав çырӑвĕ парса чыс турĕç. Ҫавӑн пекех яланхи йӑлапа ял халӑхĕ сĕтел çине тутлӑ апат – çимĕç хатĕрлесе хунӑ. Пĕтĕм ял халӑхĕпе тата хӑнасемпе çак апат– çимĕçе ваттисене асӑнса астивсе пӑхрĕç.

      Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 72 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уява, Москакасси ял тӑрӑхĕнче, тивĕçлипех ирттерме тӑрӑшрĕç йĕркелекенсем. Ҫак уява йĕркелеме пулӑшнӑ спонсорсене ял тӑрӑхĕ ячĕпе чун-чĕререн тав сӑмахĕ калатпӑр! Уяв ячĕпе сире пурне те!

Просмотров: 435 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar