MENU
Главная » 2018 » Февраль » 25 » "Атăл хумĕ" Катькассинче.
18:02
"Атăл хумĕ" Катькассинче.

      Фоторепортаж

   Нарăсăн 25-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртне халăх чылай пуçтарăнчĕ: ара, куршĕсем, Шомикри «Атăл хумĕ» пултарулăх ушкăн, концертпа килсе çитнĕ-çке. Тата çак ушкăн ертÿçи, Кирилл Мочалов, хамăр ял, питĕ пултаруллă та çутă малашлăхлă каччă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне те çÿрет, Шомик ялĕнче пурăнакансене те килте тунсăхласа ларма памасть – илемлĕ юрăсем вĕрентсе çывăхри ялсенче пурăнакансене савăнтарма илсе тухать.

    Программăра чăваш тата вырăс халăх, эстрада юррисем. Куракансен кăмăлне уйрăмах çак ушкăнра арçынсем чылай пулни савăнтарчĕ. Кашни юрра, ташша, шÿте клуба пуçтарăннă халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ, артистсене хавхалантарса тăчĕ. Итрсе кайнă арçынсен уявĕпе те, çывхарса килекен хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе те янрарĕç илемлĕ юрăсем, нарăс уйăхĕнче çуралнисен ячĕпе те пулчĕç.

   Маттур, кÿршĕсем! Катькас ял халăхĕ питĕ кăмăллă юлчĕ, «Атăл хумĕ» ушкăна çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хăват сунчĕ.

Просмотров: 365 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar