MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 7 » Атапай культурă çуртĕнче Муркашри ветерансен халăх хорĕ
15:35
Атапай культурă çуртĕнче Муркашри ветерансен халăх хорĕ

Атапай культурă çуртĕнче Муркашри ветерансен халăх хорĕ

 

Раштав уйăхӗн 5–мĕшĕнче Атапай культурă çуртĕнче Муркашри ветерансен халăх хорĕ концертпа пулчĕ. Асăннă ушкăн чăннипех те пултаруллă çынсене пĕр чăмăра пухнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культурă ĕçченĕ Ю.Н.Жуков йĕркеленипе тата тимленипе ветерансен хорĕ чăваш юррисемпе залра ларакансене тыткăнларĕ. Программăра  паллă композиторсен чылай юрри шăранчĕ. Кашни юрă хыççăн куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Пĕлнĕ юрăсене пĕрле юрларĕç. Ю.Н. Жуков кĕвĕленĕ юрăсем нумайăшне чуна пырса тивсе куçа шывлантарчĕç. Концерт хыççăн та куракансем чылайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç артистсене, нумай ăшă сăмах каларĕç.

Ветерансен хорне çӳрекенсене çирĕп сывлăх сунатпăр, хамăр патра татах кĕтетпĕр.

Концерт умĕн Районти социаллă хӳтлĕх  пайĕн ертӳçи В.А.Аникина, социаллă пулăшу паракан центр ертӳçи О.В.Иванова,  Муркаш районĕн пенси фончĕн управленин ертӳçи И.А.Гришина тухса калаçрĕç. Халăха интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав пачĕç.

 

      

      

      

      

 

Просмотров: 203 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar