MENU
Главная » 2018 » Июнь » 15 » "Çăлкуç" 90 çулхи юбилей ячĕпе саламлать.
14:28
"Çăлкуç" 90 çулхи юбилей ячĕпе саламлать.

     Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кораккассинче пурăнакан Игнатьева Марина Александровна 90 çул тултарчĕ. Çак сумлă юбилей ячĕпе ăна Муркаш районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх пайен ертÿçи Аникина В.А. тата Катькас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Лебедев Г.Г. саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунса ăна асăнмалăх парне пачĕç, район администраци пуçлăхĕн Р.Н.Тимофеевăн тав сăмахĕсене каларĕç.

     Марина Александровна  çак çулсене пăхмасăр питĕ  вăр-вар та йăрă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай хура-шурне курнă пулсан та вăл çав тери кăмăллă та вашават. Ун çумĕнче юратнă хĕрĕ Галинăпа мăшăрĕ, 5 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ тапăртатса кăна тăраççĕ, «Марин кукамай та Марин кукамай»,- тесе чĕвĕлтетеççĕ.

     Çакăн пек пысăк савăнăçа пайлама Марина Александровна тăванĕ-пĕтенĕпе пĕрле Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн та килсе çитрĕ, хисеплĕ кинемее юрă-ташăпа савăнтарчĕ, канлĕ ватлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунчĕ. Çывăх таванĕсем яланах çумра пулччĕр, ăшă сăмахпа ăшăтса тăччĕр.

Просмотров: 340 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar