MENU
Главная » 2017 » Март » 19 » "Çăлкуç" ушкăн 70 çулхи юбилярсем патĕнче хăнара.
08:42
"Çăлкуç" ушкăн 70 çулхи юбилярсем патĕнче хăнара.

Фоторепортаж

      Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Çăлкуç» ушкăн Катькас ялĕнче пурăнакан Шадрина Валентина Михайловнăпа Анатолий Николаевичăн сумлă юбилейĕнче пулчĕ – вĕсем иккĕшĕ те 70 çул тултарчĕç. Çак мăшăр ялти чи хисеплĕ мăшăрсенчен пĕри. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнни кĕçех çур ĕмĕр çитет ĕнтĕ. Валентина Михайловнăпа Анатолий Николаевич виçĕ ача çуратса ура çине тăратнă, вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ. Кĕреке хушшине вĕсен тăванĕсем пуçтарăннă, çак маттур мăшăра саламлама килнĕ.

      «Çăлкуç» ушкăн Валентина Михайловнăпа Анатолий Николаевича тата кĕрекене пухăннă халăха хăйĕн илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕ, çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми вăй-хал, тумхахсăр кун-çул, телей сунчĕ. 

Просмотров: 268 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar