Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура министерстви тата спонсорсем пулăшнипе çулсеренех «Кĕмĕл сасă" конкурс ирттерет. Кăçал вăл мартăн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче питĕ хĕрÿ иртрĕ. Хутшăнакансем пирĕн республикăран кăна мар, ытти регионтан та çитнĕ: Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург, Саратов, Тюмень, Мурманск тата ытти тăрăхран. Уйрăм юрлакансем 28-ăн пулчĕç, кунсăр пуçне - ансамбльсем те.
Çак пысăк йышра Муркаш районĕн илемлĕ те хастар пикисем - Москакассинчи Дарья Макарова тата Муркашри культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи Елена Филиппова пулчĕç.
Конкурсра «Гран-при» çĕнсе илнĕ Ирина Сулимкинăран (Çĕмĕрле хули)1 балл кăна кая юлса Дарья 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулма пултар
...
Читать дальше »