MENU
Главная » 2018 » Июнь » 14 » «Çĕмĕртлĕхре çĕмĕрт çурăлсан» ял уявĕ.
15:55
«Çĕмĕртлĕхре çĕмĕрт çурăлсан» ял уявĕ.

      2015 çултанпа пуçласах Çĕмĕртлĕх тата Тăмкасси ялĕсен ял уявне иртерессине ырă йăлана кĕртнĕ. Кăçал та 11 июнĕнче ял-йыш çак уява пухăнчĕ. Уяв программине иртерме тĕрлĕ номинацисем палăртса хаварнă. "Çамрăк çемье"номинацинче  Çĕмĕртлĕх ялĕнчи Еленăпа Александр Попугаевсене, "Пĕчĕк пепке" номинацинче Çĕмĕртлĕх ялĕнчи  Мальвинăпа Александр Сидоровсене Ясмина хĕрĕпе, Тăмкасси ялĕнчи Эльвирăпа Алексей Семеновсене Елена хĕрĕпе, "Алла – аллăн нумай çул" номинацинче  Çĕмĕртлĕх ялĕнче пурăнакан Матрена Евстафьевна тата Николай Михайлович Прохоровсене; "Чи илемлĕ те тирпейлĕ кил-çурт" номинацинче Тăмкасси ялĕнчи Зоя Софроновна Васильевăна, Çĕмĕртлĕх ялĕнчи  Полина Понефодьевна Михайловăна тата Любовь Степановна Шагеровăна  Ярославка ял пуçлахĕн Тав çырăвĕсемпе саламланă. Унсăр пуçне çак ялсенче пурăнакансене сумлă юбилейсем тата менелниксемпе саламласа Ярабайкасси культура çурчĕçумĕнчи «Екрем» халăх ушкăнĕ хăйсен  илемлĕ юрри- ташшисене  парнеленĕ.

      Уява  пуханнă ял-йыш  ăшă кăмăлпа, чун-чĕререн савăнчĕ, уяв вĕçленнĕ май хăнасемпе пĕрле  шÿрпепе, пулă яшкипе тата тутлă кукăльсемпе  хăналанчĕç.

 

Просмотров: 357 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar