MENU
Главная » 2019 » Январь » 5 » Çĕнĕ Çул ячĕпе - хаваслӑ концерт
15:25
Çĕнĕ Çул ячĕпе - хаваслӑ концерт

Çĕнĕ Çул ячĕпе - хаваслӑ концерт

Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене, январĕн 4-мĕшĕнче, Çĕнĕ Çул ячĕпе тепĕр савӑнӑçлӑ уяв каçне Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Виктор Петров хӑйĕн юлташĕсемпе илем кÿчĕ. Шÿт ӑстипе тата юрӑçсен илемлĕ юррисене итлеме кӑммӑллакансем культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. В.Петров куракансене тĕрлĕ шÿтсемпе хавхалантарса тӑчĕ, конкурсем те туса ирттерчĕ. Çĕнтерÿçĕсем аппрелĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче иртекен «Те кулмалла, те макӑрмалла!» кулӑш каçне пыма билетсам парса хавхалантарчĕ.

Лариса Федорова тата «Кĕмĕл сасӑ» конкурсӑн лауреачĕ Виктор Шамбулин чӑваш тата вырӑс юррисемпе савӑнтарчĕç, ташлаттарчĕç. Куракансем çак каç чунтанах ташларĕç, савӑнчĕç, телейлисем концерта кайма билетлӑ та пулчĕç. Киле каяс умĕн артистсене çавӑн пек савӑнӑç туса панишĕн тав сӑмахĕсем каласа тав турĕç.

Просмотров: 281 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar