MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 13 » Çĕнĕ çула хаваслӑ кĕтсе илтĕмĕр
10:22
Çĕнĕ çула хаваслӑ кĕтсе илтĕмĕр

Çĕнĕ çула хаваслӑ кĕтсе илтĕмĕр

 

2019 çулхи 10-25 декабрьсенче Чӑваш Республикинче «Çĕнĕ çулхи Республика» ячĕпе марафон пырать. Çак уява Чӑваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалланӑ.  Марафон «Юбилей çулталӑкне кĕтсе илетпĕр, чӑваш тавралӑхне халаллатпӑр!» ятпа пулса иртет.

Çак марафон Шупашкарта 10-мĕш декабрĕнче уçӑлнӑ. 12-мĕш декабрĕнче пирĕн Муркаш районне килсе çитрĕ çак ырӑ йӑла. Муркашри культура Çуртĕнче 17-00 сехетре савӑнӑçлӑ уяв пуçланчĕ. Уява Муркаш районĕнчи культура ĕçченсем, Муркашра пурӑнакансем пуçтарӑнчĕç. Фоэре илемлĕ чӑрӑш умĕнче вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ çул марафонĕ пуçланчĕ вара. Хĕл Мучипе Юр Пике мĕн тĕрлĕ тупмалли юмахсем, вӑйӑсем йĕркелемерĕç пулĕ, юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç. Пуçтарӑннисем пурте çак конкурс – вӑйӑсене хаваслансах хутшӑнчĕç. Калайкассинчи вӑтам шкулта вĕренекен ачасем вара, уява пухӑннисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерме пултарчĕç хӑйсен юрри-ташшисемпе. Пурте вĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Уяв хыççӑн пурте зала кĕрсе вырнаçрĕç. Çак уява Чӑваш Республикинчи культура министрĕн çумĕ Е.Г.Чернова хутшӑнчĕ. Вӑл пурне те уява пуçтарӑннӑ ятпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ. Чӑваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа иртекен мероприятисемпе кĕскен паллаштарчĕ.

Культура Çуртне пуçтарӑннисем валли тепĕр пысӑк парне пулчĕ çак каç. Çак марафонта Муркаш район çыннисене Чӑваш Республикинчи патшалӑх симфони капелли хӑйĕн пуян та илемлĕ концерчĕпе пурне те тыткӑнлама пултарчĕ. Çĕнĕ Çул ячĕпе мĕн чухлĕ илемлĕ юрӑсем шӑрантармарĕç пулĕ Шупашкар артисчĕсем, пурин кӑмӑлне те çĕклерĕç.

Артистсене Муркашри культура Çурчĕн директорĕ И.А.Смирнов пысӑк тав сӑмахĕ каларĕ, çавӑн пек илемлĕ те интереслĕ концертпа халӑха савӑнтарнӑшӑн ӑшшӑн саламларĕ.

Çакӑн пек илемлĕ уяв каçне йĕркелесе, халӑха савӑнӑç парнеленĕшĕн, Муркашри культура Çуртĕнче вӑй хуракансене тав сӑмахĕ калатпӑр, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

 

 

Просмотров: 192 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar