MENU
Главная » 2018 » Июнь » 3 » Çĕнтерÿçĕсем – медальсене тивĕçрĕç
12:44
Çĕнтерÿçĕсем – медальсене тивĕçрĕç

    Июнĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен университетӑн культурӑ Керменĕнче, кӑçалхи çул апрель вĕçĕнче ирттернĕ «Весенняя фантазия» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тӑнӑ ташӑ ушкӑнĕсене валли ятарласа кану каçĕ йĕркелесе панӑ. Çак кану каçне пирĕн Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи ташӑ ушкӑнĕ те кайма тивĕçрĕ. «Уяв программи анлӑ та интереслĕ пулчĕ»,- тесе пĕлтерчĕ пултарулӑх ертÿçи Ирина Петрова. «Çĕнтерÿçĕ ушкӑнĕсен пĕрер ташӑ кӑтартмалла пулнӑ пулсан, пирĕн Москакассисем виçĕ ташӑ кӑтартма тивĕçрĕç»,-кӑмӑлтанах савӑнса пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

    Çамрӑк хĕрсене çак уяв питех те килĕшнĕ. Савӑнмалӑх, килĕшмелĕх сӑлтавĕ те пулчĕ вĕсемшĕн. «Весенняя фантазия» конкурсра çĕнтернĕшĕн, кашни хĕрех асӑнмалӑх медальсем парса чысланӑ.

      Тулли кӑмӑлсемпе таврӑнчĕç Москаксси хĕрĕсем килелле.

   Малашне те çакӑн пек ӑнӑçуллӑ ĕçлесе пыма телей сунас килет çак ушкӑна тата ушкӑн ертÿçине Ирина Петровӑна.

 

Просмотров: 275 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar