MENU
Главная » 2019 » Январь » 26 » «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурс Москакасси ял тӑрӑхĕнче
12:35
«Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурс Москакасси ял тӑрӑхĕнче

Çулсеренех иртекен «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурса Москакасси ял тӑрӑхĕнче йĕркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕсем тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кӑçал çак фестиваль пирĕн ял тӑрӑхĕнче январĕн 23-мĕшĕнче пулса иртрĕ.

Малтанах культура Çурчĕн ертÿçи 2018-мĕш çулта туса ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн чарӑнса тӑчĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 43 389 тенкĕ ĕçлесе илмелле пулнӑ пулсан, 58 470 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çакӑ вара артистсене валли çĕнĕ çипуçсемпе пуянлатма май пурри çинчен пĕлтерчĕ. Артистсене, ашшĕ-амӑшĕсене тата ачасене культура ĕçĕнче пысӑк тÿпе хунӑшӑн тав сӑмахĕ каларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ. Уяв кĕрекине хӑй аллипе эрешленĕ хӑт кĕртме пулӑшакан Ю.Г.Киршевӑна парне парса чыс турĕ.

Раççей президенчĕн, Владимир Владимирович Путинӑн хушӑвĕпе, пирĕн Раççей Çĕршывĕнче 2019 çулта - Театр çулне туса ирттерме палӑртнӑ. Çак хушупа килĕшÿллĕн фестиваль-конкурс Москакасси ялĕнче пурӑнакан Николай Захаров 2014 çулта Республикӑри çыравçӑсем хушшинче ирттернĕ конкурсра 3-мĕш вырӑн çĕнсе илнĕ «Чĕкеç килсен пӑр тапранать» пьесӑри пĕр сыпӑкĕпе уçрĕç. Пьесӑри сыпӑка Николай Захаровпа Любовь Ванюшкина питех те ӑста вылярĕç.

Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕ те питех те тĕлĕнтерчĕ куракансене. Куракансем умне хӑйсен укçисемпе çĕлетнĕ илемлĕ çипуçсемпе карталанса тухрĕç. В.Акимова ертсе пыракан концерт программине илемлĕн ертсе пычĕ. Вырӑс, чӑваш юррисем шӑранса кӑна тӑчĕç. Куракансем кашни тухакан номере тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Черетлĕ концерт программипе куракансем умне «Шукраппппа» пултарулӑх ушкӑнĕ илемлĕн тухрĕ. Валентина Волкова ертсе пыракан ппурне те савӑнӑçлӑ уяв каçепе саламларĕ. Чӑваш халӑх юррисенчен пуçланчĕ вĕсен концерчĕ. Такмакласа юрласа ташларĕç. Параппанпа выляса Л.Крылова кĕвĕ çеммипе ташлаттарчĕ артистсене. Комппозиторсен юррисене те çепĕççĕн шӑрантарчĕç «Шурапппасем». Вĕсене те тӑвӑллӑн алӑ çупса ӑстрĕç залра ларакансем.

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ фестивале «Уяв картинче» юрӑпа ташӑ сюитипе мӑнаçлӑн пуçларĕç. Д.Чермакова хӑй йĕркелесе янӑ çамрӑк юрӑçсемпе «Чӑваш ен» юррипе пурне те тыткӑнлама пултарчĕç. Чӑвашла та вырӑсла та юрӑсем шӑранчĕç, тащшисем куçа илĕртсе кӑна тӑчĕç. Ертсе пыракан П.Лебедева шÿчĕсемпе култарма пултарчĕ çак савӑнӑçлӑ уявра. Çав тери ӑшшӑн пӑхса ларса, тӑвӑллӑн алӑ çупса ларчĕç куракансем. Юлашкинчен «Маттурсем!» тесе кӑшкӑракансем те пулчĕç.

Сумлӑ тÿресем те сцена çине улӑхрĕç. Л.А.Рыжкова, Муркаш район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи, артистсене хӑйĕн ячĕпе тата куракансен ячĕпе тав сӑмахĕ каларĕ. Культура вучахĕсенче çакӑн пек пултаруллӑ ушкӑнсем вӑй хурса ĕçленишĕн чунтан тав турĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ. Çакӑн пек ырӑ сӑмахсене С.А.Каликов та, А.Г.Семенов та, Н.И.Егорова та каласа хӑварчĕç. Артистсемшĕн çак ырӑ сӑмахсем чи пахи шутланать. Ырӑ сӑмахсемшĕн чунтанах тав турĕç Москакасси ял тӑрӑхĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕн артисчĕсем.

Куракансем те артистсене ырӑ сӑмахсем каласа, тулли кӑмӑлсемпе ерипен килĕсене саланчĕç.

 

    

     

Просмотров: 309 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar