MENU
Главная » 2017 » Март » 2 » «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль-конкурс  малалла  пырать.
08:59
«Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль-конкурс  малалла  пырать.

   

    Муркаш районĕнче çулсеренех иртсе пыракан «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль-конкурс  малалла  пырать.  Кăçал ăна Экологи тата Атте–Аннен ҫулталăкне халалланă.  Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче эстафетăна  Оринин ял тăрăхне кĕрекен художество пултарулăх ушкăнĕсем  йышăнчĕç.

   Атапайӗнчи  культура çуртне пухǎннисем ку хутĕнче "халăх"  ятне тивĕçнĕ  «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров),  Мулкачкасси клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ «Пучах» (ертўçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова) тата Атапай клубĕ çумĕнчи   «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров) ушкăнсен пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Муркашран ятарлă комисси те палăртнă вăхăта килсе çитрĕ.

     Пултарулăх коллективĕсем курма килнĕ çынсене  концертăн çĕнĕ  программипе паллаштарчĕç. Концерт программи тĕрлĕ юрǎ-кĕвĕпе, ташǎсемпе, шÿтсемпе пуян пулчĕ. Куракансем вара кашни коллективах ăшшăн кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарчĕç.

   Жюри председателĕ  Елена Геннадьевна Чернова  курава пĕтĕмлетнĕ май,  Оринин ял тăрăхĕнчи артистсене тав сǎмахĕ каларĕ, малашне те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе  савăнтарма вǎй-хǎват, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Просмотров: 362 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar