MENU
Главная » 2017 » Март » 9 » «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль - конкурс Турай ял тăрăхĕнче мартăн 9-мĕшĕнче иртрĕ.
09:46
«Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль - конкурс Турай ял тăрăхĕнче мартăн 9-мĕшĕнче иртрĕ.

Фоторепортаж  

      Муркаш районĕнче çулсеренех иртсе пыракан «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль - конкурс Турай ял тăрăхĕнче  мартăн 9-мĕшĕнче иртрĕ.

    Мăн Токшик культура çуртне концерт пăхма пухăннă çынсем, çак ялти культура çурчĕ çумĕнчи «халăх» ятне тивĕçнĕ «Тăванлăх» фольклор тата ачасен  «Шăнкăрав» (пултарулăх ертӳçи  Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ  ĕçченĕ Надежда Кондукторова) ушкăнĕсен, çавăн пекех Турай культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Турай» (ертӳçи А. Д. Николаев) тата «Грация» ташă  ушкăнĕсен (ертӳçи Ирина Иванова) пултарулăхĕсемпе паллашма пултарчĕç.  Ҫак ушкăнсен пултарулăхне хак пама районтан сумлă тӳресем те килсе çитрĕç.

       Чи малтанах, фестивале уçнă май, мĕн пур пухăннă çынсене Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Павлов иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕ.

      Хăйсен концерт программисене кăçалхи çул пултарулăх ушкăнĕсем «Экологи» тата «Атте-Аннен» çулталăкне халалласа тĕпрен улăштарса çĕнетнĕ.  Малтанах сцена çине НФА «Тăванлăх» тата «Шăнкăрав» ушкăн çамрăк  артисчĕсем илемлĕ чăваш çипуçĕсемпе тата кукăль-çăмахпа тухрĕç. Хăйсен концертне вĕсем «Хисеп туса чĕнчĕç» чăваш халăх юррипе пуçларĕç.  Вĕсен кашни  юрри-ташшине залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Куракансен кăмăлне ытларах Мăн Токшик артисчĕсем шăрантарнă «Ах, тур-тур!» тата «Пуçтарăнсан анне килĕнче» юрăсем тата ачасем юрлани-ташлани тыткăнларĕç.

     Фестиваль-конкурса малалла «Турай» ушкăн артисчĕсем «Эпир уява тухсассăн» юрăпа ташă кăшăлĕпе тăсрĕç. Илемлĕ чăваш юррисем хыççăн вырăс халăх юррисем шăрантарчĕç «Турай» артисчĕсем. Куракансене ытларах Лидия Красновапа Нина Никифорова янăратнă «Савăнатăп эс пуртан!» тата хĕрсен ушкăнĕ юрлана «Родительский дом», «Кудерочки» юрăсем кăмăла кайрĕç. Ҫавăн пекех «Грация» ушкăнри хĕрсен пултарулăхне -«Айтăр, ташлар-и!» тата «Назад в 60-ые» ташăсене -тăвăллăн алă  çупса кĕтсе илчĕç куракансем.  

        Мăн Токшикри культура çуртĕнче куракансем валли алă ĕçсен выставкине йĕркеленĕ. Унта çак ялтах пурăнакан Калиса Антонова, Галина Кулакова тата Альбина Антонова пурнăçланă ĕçсене курса савăнчĕç смотр-фестивале пухăннă çынсем. 

Просмотров: 333 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar