MENU
Главная » 2018 » Февраль » 15 » Çветуй Валентин кунĕнче!
13:45
Çветуй Валентин кунĕнче!

 

     Москакасси культура Çуртне çамрӑк хĕрсемпе хĕрарӑмсем эрнере икĕ-виçĕ хут шӑмшаксене çирĕплетес тесе çÿреççĕ. Акӑ Çветуй Валентин кунĕнче вĕсем хаваспах культура Çуртне пухӑнчĕç. Малтанах вĕсем хӑнӑхнӑ йӑлапа хӑйсен сывлӑхне çирĕплетес тесе самаях тĕрлĕрен хусканусем турĕç. Çак хусканусене тума Марина Кондукторова ӑста вĕрентсе пырать. Пĕр чарӑнмасӑр пĕр сехет хушши вӑй хураççĕ кунта килнисем. Юлашкинчен культура Çурчĕн ертÿçи пурне те Çветуй Валентинсен кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, çемьере пурин те пысӑк ӑнлану тата юрату хуçалантӑр терĕ. Килнĕ çамрӑксене пурне те асӑнмалӑх валентинкӑсем парса хавхалантарчĕ. Паллах, асӑнмалӑх сӑнÿкерчĕкĕсем те ÿкертерчĕç.

     Хӑйсене çавӑнпек савӑнӑç парнеленĕшĕн, культура Çурчĕн ертÿçине тав сӑмахĕсем каласа, килĕсене хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç çамрӑксем.

Просмотров: 324 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar