MENU
Главная » 2017 » Август » 11 » «Ял уявě - ял илемě»
14:03
«Ял уявě - ял илемě»

       Фоторепортаж

       Тăван ял, тăван кěтес…

       Сенкер тÿпе, таса тавралăх.

       Епле хитре, илемлě эс,

       Вăрман та сăрт, пирěн хастарлăх!

       Юлашки вăхăтра ял тăрăхěсенчи ялсенче ăмăртмалла ял уявěсем ирттерме пуҫларěҫ.

   Иртнě вырсарникун, августăн 11-мěшěнче, Москакасси ял тăрăхěнче, черетлě ял уявě Рыкакасси ялěнче пулса иртрě. Уява ирттермелли ача-пăча лапамне тасатса тирпейленě кунта пурăнакансем. Уява ял - йыш чылайăн пуҫтарăнчě. Иртнě ҫул ирттернě ял уявěн фотовыставкине йěркеленě культура ěҫченěсемпе ял халăхě. Ачасене валли тěрлě батут та вырнаҫтарнă, тěрлěрен тутлă ҫимěҫсем, вылямалли теттесем те сутма килнě кунта. Ялти маттур ҫынсем мăн хуранпа ир-ирех шÿрпе ҫакса янă, сěтел ҫине тутлă апат-ҫимěҫ лартса тухнă.

    Рыкакасси клубě ҫумěнчи «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнě ял халăхě умěнче концерт лартма хатěрленсе тăнă. Ял уявěпе саламлама сумлă хăнасем, Москакасси культура Ҫурчě ҫумěнчи «Шураппа» пултарулăх ушкăнě, «Ечкерен ҫăлтăрěсем» эстрада ушкăнěн артисчěсем те килсе ҫитрěҫ. Уява «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнě «Тăван курки» юрăпа уҫрě.

    Уява ертсе пыракан А.Любимова ял тăрăхěн пуҫлăхне Д.В.Кириллова сăмах пачě. Д.В.Кириллов ял халăхне ҫакăн пек уяв йěркелеме пултарнăшăн чунтан тав турě, малашне те ҫакăн пекех килěштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчě. Нумаях пулмасть, Москакасси ял тăрăхěнче ирттернě футбол турнирěнче, Рыкакасси ҫамрăкěсен ушкăнě 1-мěш вырăна тухнă ятпа саламларě, ҫамрăксене кубок тата тав ҫырăвě парса чыс турě. Ҫавăн пекех ял ěҫěнче пысăк тимлěх уйăрнă маттур та пултаруллă ҫынсене тав ҫырăвěсем парса саламларě.

    Хăйěн ěҫ стажне Рыкакасси ялěнче пуҫланă ěҫ ветеранě, Муркаш районěн ял хуҫăлăхěн хисеплě ěҫченě - В.С.Краснов пурне те ҫак чаплă уявпа саламларě. Хăйěн ял – хуҫалăх ěҫне пěрремěш утăм ҫак ялта пуҫланă пирки кěскен каласа пачě, хăйěнпе пěрле ěҫленě маттур та пултаруллă ҫынсем пирки аса илчě.

    Чăваш наци конгресěн вице президенчě, Чăваш Республика пуҫлăхěн ветерансен канашěн членě, Рыкакасси ялěнче тěпленсе пурăнакан П.В.Ивантаев сăмах илчě. Вăл пурне те Чăваш наци конгресě ячěпе ҫак илемлě уявпа ăшшăн саламларě. Ěлěкхи йăлана тепěр хут чěртсе тăратнишěн, ҫак уява йěркелекенсене тав турě. Юлашки ҫулсенче ялта пурăнакан ачасем чăвашлăха манма пуҫланă пирки хумханса калаҫрě. «Чăвашлăха упрасах хăварасчě»- терě юлашкинчен П.В.Ивантаев.

      Рыкакасси ялěн депутачě В.П.Акимова ял халăхěпе нумай ҫул хушши килěштерсе те ăнланса ěҫлесе пырать, пур ěҫе те ял халăхěпе канашласа туса пырать. Вăл пурне те ял уявне хастаррăн хутшăннишěн чунтан тав турě, ҫак уява уйрăмах пысăк тимлěх уйăрнă ҫынсене парнесем парса чысларě, чи ватă та сумлă ҫынсем пирки те манса каймарě, вěсене те парнесем парса хавхалантарчě. Юлашкинчен ял уявне хаваслă та интереслě ирттерме ял – йыша ăнăҫу сунчě.

     Уяв чăннипех те интереслě те илемлě иртрě ҫак кун, ҫанталăкě те хěвеллě те ăшă тăчě. «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнě чăваш тата вырăс юррисене ҫав тери илелě шăрантарчě. Г.Короленко, Л.Абросеева чуна тыткăнламаллах юрларěҫ чăваш тата вырăс юррисене. В.Акимова «Оплачено стаканом молока» сăвва, чуна ҫÿҫенмелле вуласа пачě. Ялти ачасем те аякра тăрса юлмарěҫ. Вěсем сăвăсемпе, юрăсемпе ашшě – амăшěсене хавхалантарчěҫ. Никита Белков аккордеонпа «Игра на аккордеоне» кěвве ҫав тери ăста выляса пачě.

    «Шураппа» ушкăн ял халăхне хăйěн илемлě юрри-ташшисемпе савăнтармаллипех савăнтарчě. Вěсем юрланă кашни юррах тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарчěҫ куракансем. В.Акимова депутат вěсене те илемлě концертшăн тав туса, парнесем парса чыс турě.

     Рыкакасси ялне Шупашкартан хăнана килнě Альбина Иванова ял халăхне илемлě чăваш юррисемпе савăнтарчě. «Ечкерен ҫăлтăрěн» артисчěсем ял халăхне илемлě юрăсемпе савăнтарса ташă картине йыхравларěҫ. Чылайччен илемлě юрă кěввисемпе ташласа тата юрласа савăнчěҫ уява пухăннисем. Н.Кондукторова, Г.Вастрюкова тата В.Парандеев хуткупăспа ял халăхне юрлаттарчěҫ те ташлаттарчěҫ.

      Ялта пурăнакан ҫынсем пěрин хыҫҫăн тепри тупăшса юрăсем шăрантарчěҫ. Ҫак ялта пурăнакан 94 ҫулхи асанне, А.Я.Малинова, авалхи юрăсем юрласа пурне те тěлěнтерчě.

      Уява чаплăн ирттерсе ярас тесе ялта пурăнакан спонсорсем сахал мар вăй хучěҫ. Акă вěсем: В.П.Акимова, Г.М.Короленко тата К.М.Николаева пулчěҫ. Ял халăхě те айккинче тăрса юлмарě ҫак уява ирттерес ěҫре. Вěсем пуҫтарнă укҫа – тенкěпе ачасем батут ҫинче тÿлевсěр кунěпех савăнчěҫ. Наци конгресěнчен ятарласа кино ÿкерме килнě О.М.Цыпленков кинооператора та спонсорсен пулăшăвěпе хавхалантарчěҫ.

    Сěтел ҫийě вара чăннипех те пуян пулчě ҫак кун. Мěнле кăна тутлă апат-ҫимěҫ астивмерěҫ пулě хăнасем тата ял-йыш. Сěтел ҫине тутлă апат – ҫимěҫпе тултарас тесе, ҫаксем нумай вăй хучěҫ: Г.Малинова, А.Федотова, Л.Пегасова, Л.Абросеева тата Г.Алексеева. Вěсем тăрăшни куҫкěретех пулчě. Пысăк тав вěсене. Ял халăхě вара килтен тутлă ҫимěҫсем пěҫерсе килчěҫ. В.Любимова хăй ура ҫинче утса ҫÿреймест пулин те, пысăк та техěмлě пицца пěҫерсе, ял халăхне сăйлама пултарчě. Ҫав тери юратса ҫирěҫ вăл пěҫернě ҫимěҫе.

    Ҫак ялта пурăнакан Э.В.Малинова, юлашкинчен пěтěм ял –йыша, йывăр вăхăтра укҫа-тенкěпе хăйěн юратнă хěрне  пулăшу панишăн, куҫҫуль витěр тав сăмахě каласа, ҫěре ҫити пуҫ тайса, тав сăмахě каларě.

    Ҫапла пурăнаҫҫě Рыкакасси ҫыннисем. Мěн ҫиттěр-ха ěнтě, ял-йышпа килěштерсе пурăннинчен?

         Хуйхи-суйхине те, савăнăҫне те пěрле пайлама пěлеҫҫě ҫак ялта пурăнакансем. Малашне те ҫапла пěр ҫемьери пек пурăнма ăнăҫу сунатпăр вěсене. Килес ҫул ҫак уяв тата та вăйлăрах та илемлěрех пуласса шансах тăратпăр эпир те, Москакасси ял тăрăхěнче пурăнакансем.

          Малашне те, «Ял уявě - ял илемě» пултăрччě! Ăнăҫу сире Рыкакассисем!

Просмотров: 329 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar