MENU
Главная » 2017 » Август » 03

   Çулсеренех Анаткас Хачӑк ялĕн уявне Илле кунĕнче паллӑ тӑваççĕ. Кӑçал та ятарласа уява ирттермелли вырӑнта кӑнтӑрлах ялти депутат О.Данилова йĕркеленипе маттур та пултаруллӑ хĕрарӑмсем мӑн хуранпах шÿрпе пĕçерме çакса ячĕç.

   Таврана часах тутлӑ шÿрпе шӑрши сарӑлчĕ. Вӑр-вар хĕрарӑмсем вӑрӑм сĕтеле майĕпен тутлӑ апат-çимĕçпе тултарма пуçларĕç. Каçхи пилĕк сехет тĕлне уява ялти халӑх пуçтарӑнчĕ. Кунта ачи-пӑчи те ватти-çамрӑкки те пуçтарӑнчĕ.

  Ял халӑхне уявпа саламлама Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов тата культура Çурчĕ çумĕчи «Шураппа» пултарулӑх ушкӑнĕ те килсе çитрĕç. Чӑн малтанах ялти ватӑ та сумлӑ асаннесемпе асаттесем ура çине тӑрса тура кĕл тусрĕç, уява лайӑх ирттересчĕ тесе сим-пыл сӑрине астивсе ... Читать дальше »

Просмотров: 367 | Добавил: Алина | Дата: 03.08.2017 | Комментарии (0)