MENU
Главная » 2019 » Январь » 18 » "Екрем" халăх фольклор ушкăнĕ "Ĕмĕр сакки сарлака" передачăра
13:50
"Екрем" халăх фольклор ушкăнĕ "Ĕмĕр сакки сарлака" передачăра

"Екрем" халăх фольклор ушкăнĕ "Ĕмĕр сакки сарлака" передачăра

Ярапайкасси тăрăхне   «Ĕмĕр сакки сарлака" телеперадача валли ятарласа хатĕрлеме Шупашкарти ЮТВ телеканалра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ килнĕ. Ертсе пыраканĕ чăвашсен паллă эстрада юрăçи Людмила Семенова пулчĕ.  Передачăн тĕп геройĕ – Виталий Романов тата вăл ертсе пыракан "Екрем" халăх фольклор ушкăнне  çÿрекенсем.

Малтанах Людмила Семенова "Екрем" халăх фольклор ушкăнĕ мĕнле пуçарăнса кайнипе кăсăкланчĕ, унăн  юррисемпе  паллашрĕ. Çак ушкăна çÿрекенсенчен кашнинченех интервью илсе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки, кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлчĕ.

Передача йĕркелекенсене Виталий Романов хăйĕн пурнăçри  чи пулăмлă тапхăрĕ пирки те каласа пачĕ. Унăн мăшăрĕ Светлана Георгиевна хăйсен çемьи çинчен  каласа кăтартрĕ.

"Ĕмĕр сакки сарлака" передачăна Виталий Романов килĕнче ÿкерчĕç. "Екрем" халăх фольклор ушкăнĕ çинчен хатĕрленĕ передача çитес вăхăтрах ЮТВ кабельлĕ телеканалпа эфира тухĕ.

 

      

      

Просмотров: 466 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar